Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче иртекен тӗл пулу йӑлана кӗрсе пырать. Фермерсем пӗлтӗр те ҫакӑнта пухӑннӑччӗ, кӑҫал та пӗр-пӗрин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма, регион ертӳҫипе хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене сӳтсе явма республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ҫитрӗҫ. Вӗсем ӳсӗм ҫулӗпе утнине палӑртрӗҫ ларура. Ҫакна кӑтартусем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Республикӑра туса илекен ял хуҫалӑх продукцийӗн 50 ытла проценчӗ - фермерсен. Усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне те вӗсем ӳстерсе пыраҫҫӗ, ҫӗнӗ производствӑсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫакӑнта патшалӑх тӳпи те пур. Ларура Сергей Артамонов министр иртнӗ ҫур ҫулти кӑтартусене те тишкерсе тухрӗ. Аш-какай, сӗт, ҫӑмарта туса илесси ӳснӗ. Теплицӑри пахча-ҫимӗҫе те ытларах пуҫтарса илнӗ.
Екатерина Фомина, Святослав Петров