Инкек куҫа курӑнса килмест

Утӑ уйӑхӗн юлашки канмалли кунӗсем Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакансемшӗн ҫил-тӑвӑлпа асра юлӗҫ. Тутар, Мари, Чӑваш республикисенче, Чӗмпӗр облаҫӗнче 2 кун асар-писер ҫанталӑк хуҫаланнӑ. Ҫӗр-ҫӗр ял ҫутӑсӑр юлнӑ, пин-пин йывӑҫ тӳннӗ. Чи хӑрушши вара - ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлни. 

Утӑ уйӑхӗн юлашки канмалли кунӗсем Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакансемшӗн ҫил-тӑвӑлпа асра юлӗҫ. Тутар, Мари, Чӑваш республикисенче, Чӗмпӗр облаҫӗнче 2 кун асар-писер ҫанталӑк хуҫаланнӑ. Ҫӗр-ҫӗр ял ҫутӑсӑр юлнӑ, пин-пин йывӑҫ тӳннӗ. Чи хӑрушши вара - ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлни. 

Шӑматкун Атӑлта лӑпкӑ пулман. Моторлӑ, ҫӑмӑл кимӗ каҫхи 8 сехет ҫурӑ тӗлнелле Амоксар утравран Шупашкар тӑрӑхӗнчи Атӑльяла ҫула тухнӑ. Мӑнаҫлӑ хумсене парӑнтараймасӑр ҫаврӑнса ӳксе путма пуҫланӑ. 5 ҫын вырнаҫмалли кимӗре 10-ӑн ларса пынӑ, ҫӑлав тумӗ вара пурин те пулман. 

Шӑматкун республикӑри 4 муниципалитетра пурӑнакан 5 пин ытла ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Тӑвӑл йывӑҫсене тӳнтернӗ, ҫурт-хуралтӑ тӑррисене сӳсе кайнӑ. Социаллӑ тытӑмра ҫынсем пӗри те тепри шултра пӑр ҫунине пӗлтерсе ӳкерчӗксем, видео лартнӑ. Тепре килсе ҫавӑрттарнӑ тӑвӑл тата хӑрушӑрах пулнӑ. Унӑн тыткӑнне 7 пин ҫурӑ ҫурт лексе 18 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Асар-писер ҫил хӑватне Чӑваш Енре 50-а яхӑн йывӑҫ чӑтайман, 11 ҫутӑ юпи, 3 газ пӑрӑхӗ сиенленнӗ, 10 ытла ҫурт тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект тӑррине сӳсе кайнӑ. Шупашкар хулинчен те пӑрӑнса иртмен инкек. Вӑйлӑ ҫил хыҫҫӑн пӑрлӑ ҫумӑр пуҫланнӑ. 

Инкек тӗп хулари йывӑҫсене тӳнтернӗ, ҫутӑ линийӗсем татӑлнӑ. Пӗрлехи диспетчер службин кӑтартӑвӗсемпе шӑматкун вӗсем патне 50 ытла хутчен йывӑҫ ӳкнине тата ҫутӑ тытӑмӗ татӑлнине пӗлтерсе шӑнкӑравланӑ. Авари бригадин 40 ӗҫченӗ тата 10 машина 2 талӑк канми ӗҫленӗ. Канмалли кунсенчи пӑтӑрмаха хула администрацийӗн ларӑвӗнче те тишкерчӗҫ. Денис Спирин инкек хыҫҫӑнхи чӑрмавсене сирессине хутшӑннисене тав турӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫурҫӗр поселокӗнчи ҫутӑ пралукӗсене йӗркене кӗртме уйрӑмах чӑрмавлӑ пулнӑ. Апла пулин те Чӑваш Ен ҫут ҫанталӑкӑн пӑсӑк кӑмӑлне тивӗҫлӗн тӳссе ирттернӗ, специалистсем мӗн ҫӗмӗрӗлнине вӑхӑтра юсаса, ӗҫлеттерсе янӑ. Халӗ чи малтанах социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене юсаса йӗркене кӗртмелле. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кӗске хушӑра тӑкаксене шутлама, объектсене йӗркене кӗртме укҫа уйӑрассине татса пама хушрӗ. 

Алиса Александрова, Светлана Позднякова, Евгения Зиновьева, Екатерина Янгалакова.