"КиПиАй Агро Сеченово" пӗрлешӳре ака вӗҫленсе пырать. Тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсем кунта 7 пин те 600 ытла гектар йышӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне кӗрхисем тепӗр 5 пин гектар ҫинче ҫитӗнеҫҫӗ. Вӗсене апатлантарса тухнӑ ӗнтӗ. Халӗ рапс ани ҫинче ӗҫ вӗрет. Иртнӗ пилӗк ҫулта Улатӑр районӗнче пусӑ ҫаврӑнӑшне 8 пин те 900 гектара яхӑн усӑ курман ҫӗр пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Пӑрачкав районӗнче - 3 пин те 400.
Екатерина Фомина, Игорь Ульянов