"ВДС" пӗрлешӗвӗн ҫӗрӗсем пӗтӗмӗшлӗ 10 пин гектар йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем Ҫӗрпӳ, Элӗк, Канаш, Шупашкар тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ. Кӑҫал хуҫалӑхра 4 пин ытла гектар акма палӑртаҫҫӗ. Халӗ ҫӗрсене сухалаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул хуҫалӑх 80 миллион тенкӗ субсиди илнӗ. Вӑл шутра 16 миллионне - производствӑна ҫӗнетмелли программӑпа. Пӗр уйра сухалаҫҫӗ пулсан, тепринче - им-ҫам сапаҫҫӗ. Нумай ҫул ӳсекен курӑксем хуҫалӑхра - 320 гектар, кӗрхисем 3 пин гектар йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене апатлантарма 1 тонна удобрени туяннӑ.
Акана "Авангард" пӗрлешӗвӗн "Ҫӗрпӳ беконӗ" филиалӗнче те хатӗр. Тыр-пул лаптӑкӗ кунта 6 пин гектар йышӑнмала. Вӗсенчен ҫурри - ҫурхисем пулаҫҫӗ. Халӗ хуҫалӑхра тулӑ тата урпа вӑрлӑхне им-ҫамлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӗрхисене те апатлантараҫҫӗ. Пӗр гектар пуҫне 100 кило аммиак селитри каять. Сергей Артамонов министр палӑртнӑ тӑрӑх, кӗрхи культурӑсем аван хӗл каҫнӑ. Вӑрлӑх та ҫителӗклӗ. Минераллӑ удобренисене илес пулсан, 1 гектар пуҫне 50 килоран сахал мар им-ҫам сапмалла. Топливо хакӗ тивӗҫтерет. Ҫавӑнпа ҫӗр ӗҫченӗсен усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме тӑрӑшмалла.
Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров палӑртнӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑхне патшалӑх енчен пулӑшмалли ҫӗнӗ майсем уҫӑлсах пыраҫҫӗ, федераци хыснинчен уйӑракан укҫа калӑпӑшне те тӑтӑшах ӳстереҫҫӗ. Ҫакӑ ҫӗр ӗҫченӗсене хавхалантармалла кӑна.
Диана Иванова, Димитрий Макаров