Хресченсем юлнӑ тухӑҫа пуҫтарса кӗртес тесе тӑрӑшаҫҫӗ

Республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсем тырӑ уйӗсене тирпейлесе пӗтернӗ. Халӗ чӗртаварлӑх культурӑсене - хӗвелҫаврӑнӑш, рапс, горчица, йӗтӗн тата пахчӑ-ҫимӗҫ пуҫтарассипе тӑрӑшаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Комсомольски тӑрӑхӗнчи хӗрӳ ӗҫпе вырӑна ҫитсе паллашрӗ. 

"Слава картофелю" хуҫалӑра кӑҫал 650 гектар ҫинче ҫӗрулми лартса ӳстернӗ. Ӑна пӗтӗмпех пуҫтарса кӗртнӗ ӗнтӗ. Пурӗ 25 пин тонна пухса управӑша хунӑ. Халӗ хӗрлӗ кӑшман уйне тирпейлеҫҫӗ.

Тӗп ӗҫе техника тӑвать. Паллах, ҫын аллисӗр те май ҫук. Кишӗр уйӑнче 7 рабочи вӑй хурать. Ял ҫыннисем тупӑш тума май пулнишӗн кӑмӑллӑ. Техника тенӗрен, ӑна ҫӗнетсех пыраҫҫӗ.

Кӑҫал тырӑ тухӑҫлӑхӗ пӗлтерхинчен сахалрах - гектартан 28 центнер тухнӑ. Пурӗ республикипе 770 пин тонна пухнӑ. Ку вара иртнӗ 10 ҫулти вӑтам кӑтартуран пысӑкрах. Ытти енпе те тухӑҫ япӑх мар. Тӗп тӗллев - уяр ҫанталӑкпа усӑ курса вӑхӑтра пуҫтарса пӗтересси. 

Кӗрхисене паянхи куна 80 пин гектара яхӑн акнӑ е планласа хунин 90 проценчӗ. Патӑрьел, Куславкка, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне тӑрӑхӗсенче ку ӗҫе пӗтӗмпех пӗтернӗ. 

Надежда Александрова, Бахтияр Велиев, Святослав Петров