Чӑваш Республики хӑнасене юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗ. Куравпа паллашакансем валли пахча-ҫимӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх тата апат-ҫимӗҫ туса илессипе ҫыхӑннӑ ҫитӗнӳсемпе паллаштаракан анлӑ лаптӑк хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ ҫыхӑнусем йӗркелесси те - куравӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Чӑваш Ен Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗпе пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ҫул-йӗр карттине алӑ пусрӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн агротуризма аталантарма, вӗренӳсем ирттерме палӑртнӑ. Ял ипотекипе усӑ курса иртнӗ 6 ҫулта регионти 2 пине яхӑн ҫемье ҫурт-йӗр условисене лайӑхлатма пултарнӑ. "Фермер шкулӗнчен" вара 300-е яхӑн ҫын вӗренсе тухса 425 миллион тенкӗлӗх грант тивӗҫнӗ. Шупашкар муниципалитет округӗнчи ял хуҫалах предприятийӗсем те куравра хӑйсен продукцийӗпе паллаштарчӗҫ.
"Техмашхолдинг" компани хӑмла тирпейлесе пуҫтармалли комплекс хута янӑ. Куравра ӑна чи малтан Чӑваш Енре ӗҫлеттерсе ярасси пирки килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. Техникӑна сӑра туса кӑларакан "Балтика" компанине панӑ. Вӑл Раҫҫейри пӗрлешӳсенчен пӗрремӗшӗ пирӗн регионта хӑмла ҫитӗнтермелли проекта ӗҫе кӗртнӗ. Паянхи куна унӑн 60 гектар хӑмла. Ку енӗпе компани малалла аталанать. Экспозиципе паллашакансем Чӑваш Енре туса кӑларакан сӑрана тата апат-ҫимӗҫе ас тивсе пахалама пултарчӗҫ.
Чӑваш Енри фермерсемпе ял хуҫалӑх предприятисем курава кашни ҫулах хутшӑнса пысӑк наградӑсене тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал та вӗсем пушӑ алӑпа таврӑнмӗҫ.
Оксана Верликова, Сергей Емельянов.








