"Чурачикское" пӗрлешӳре нумай ҫул ӳсекен курӑксен 40 ытла процентне ҫулнӑ, 80 тонна утӑ хатӗрленӗ. Пӗрлешӳре хӑватлӑ техникӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакӑ вӑхӑта та, вӑя та перекетлет. "Claas" ятлӑ машинпа кунта 6-мӗш ҫул усӑ кураҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл пӗрре те ҫӗмӗрӗлмен. 12 метр сарлакӑш косилка курӑк ҫулас ӗҫе самай хӑвӑртлатать. Пӗрлешӳ директорӗн Евгений Шалеевӑн сӑмахӗпе, ҫак хатӗр пулӑшнипе унччен 10 механизатор тунӑ ӗҫе халь пӗр ҫын пурнӑҫлать. Ҫу каҫа люцернӑна икӗ хут ҫулаҫҫӗ кунта. Курӑк 3-мӗш хут 40 сантиметр ӳссен ӑна вӗтетеҫҫӗ те ҫӗре сухалаҫҫӗ. Ҫакӑ тӑпрана пулӑхлатать. Выльӑх апатне хатӗрлес ӗҫре пулӑшакан тата тепӗр хӑватлӑ агрегат - утта салатса пӑтратакан хатӗр. Хуҫалӑхра ӗҫлекенсем ҫитмеҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑватлӑ техникӑсӑр май ҫук.
Алена Артемкина, Вадим Владимиров