Хамӑр тӑрӑхри продукцие туянма майсем ытларах пулӗҫ

Шупашкарта "Тутлӑ эрнекун" ярмӑркка ирттерме пуҫланӑ. Пӗрремӗш ҫакнашкал вырӑна "Элара" завод умӗнче йӗркелерӗҫ. Ҫуркуннепе кӗркунне пулакан ял хуҫалӑх ярмӑрккисемпе танлаштрасан, кунта ҫулталӑкӗпех кашни эрнекун суту-илӳ пуласса шантараҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. 

Сентресем ҫинче пӗтӗмпех Чӑваш Енре туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫ: сӗт-ҫу, кӑлпассипе аш-какайран хатӗрленӗ ытти продукци, пахча-ҫимӗҫ, пылпа тӗрлӗ шыв. Туяниччен вӗсене тутанса хаклама пулать. Кунтах калчасемпе хунавсем сӗнеҫҫӗ: шӑпах сад-пахчара помидор, ҫырла, чечек лартма вӑхӑт. Халӑх йышлӑ - паха продукци туянассишӗн килнӗ. Фермерсем те мӗн ытларах сутӑннине тӗпчеме пултараҫҫӗ, ҫӗнӗ продукци сӗнеҫҫӗ. 

Ирина Николаева, Наталия Егорова, Алиса Александрова, Михаил Солин