Анна Романова ҫӗр ҫырли ӳстерес енӗпе 3 ҫула яхӑн ӗҫлет. Унӑн Муркаш тӑрӑхӗнче 20 сотӑй ҫӗр пур. Ҫакӑнпа чарӑнса ларасшӑн мар малӗмӗтлӗ хӗр - лаптӑксене ӳстерсе ҫырла сорчӗсене анлӑлатасшӑн.
Арина Николаева хура хурлӑхан туса илесшӗн. Ӑна ҫак ӳсен-тӑран 20 ҫула яхӑн ҫимӗҫ пани илӗртет. Фермер шкулӗнче вӗренни хӑйӗншӗн питӗ усӑллӑ пулнине каларӗ вӑл.
Николай Хохлов - Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчен. Вӑл ҫӗрулми ӳстерет. Ытти культурӑсене те ҫитӗнтерет. Халӗ вара сурӑх ӗрчетме пуҫлас тӗллевлӗ. Николай Аграри университетӗнче вӗренет, пулас агроном 5-мӗш курс пӗтерет. Апла пулин те "Фермер шкулӗнче" хушма пӗлӳ илни пӗрре те ытлашши мар тет.
Вӗренӗве пӗтӗмлетсе кашниех бизнес-план хатӗрленӗ, вӗсене сумлӑ комисси умӗнче хӳтӗлерӗҫ. Нумайӑшӗ ҫӗр ҫинче тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултарасса шанаҫҫӗ. "Фермер шкулӗн" пӗлтерӗшӗ вара ӳсех пырать. Енчен те иртнӗ виҫӗ юхӑмра пурӗ 80 ытла ҫын пулнӑ пулсан, кӑҫал харӑсах 50 усламҫӑ пӗлӗвне ӳстерме кӑмӑл тунӑ. Эппин, ялсенче ҫӗнӗ производствӑсем тата ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленессе кӗтме пулать.
Надежда Александрова, Виктор Степанов