Етӗрнере фермерсен иккӗмӗш слечӗ иртрӗ

Пӗр-пӗрин ӗҫӗпе паллашрӗҫ, хӑйсем хатӗрленӗ ҫимӗҫпе сӑйланчӗҫ. Етӗрне районӗнче республикӑри фермерсен иккӗмӗш слёчӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑнчӗ.

Республикӑн агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвне фермерсем пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх пуҫне, акакан лаптӑксене ӳстерсе пыраҫҫӗ. Халӑха паха апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ал-ура ҫавӑрса яма нумайӑшне патшалӑх пулӑшнӑ. Вунӑ ҫулта 500-е яхӑн фермер грант илнӗ. 2016-мӗш ҫултанпа ял хуҫалӑх кооперативӗсене те тӗрев кӳреҫҫӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хуҫалӑхсем пӗрлӗхе чӑмӑртанса ӗҫленине ырларӗ. Ҫак енӗпе малалла та ҫирӗп утӑмсем тумалла, терӗ. 

 

Екатерина Фомина, Анна Лобанова, Димитрий Макаров