Пысӑк ӗҫе пуҫӑннӑ ятпа Алексей Обрядин хӑна-вӗрле пухас тенӗ. Пӗрремӗш салама вӑл Сергей Артамонов министртан йышӑнчӗ. Хуҫалӑхӗпе фермер хавхалансах паллаштарчӗ. Пулӑ ӗрчетме лартнӑ ҫурт куҫа савӑнтарать. Унччен кунта мӗн пулнине ҫак сӑн ӳкерчӗксем кăтартаççĕ. Кивӗ ферма ҫуртӗнчен бетон юпасем кӑна юлнӑ, ун таврашне йывӑҫ-курӑк пусса илнӗ. Ку вырӑна Алексей Обрядин 2022-мӗш ҫул вӗҫӗнче йӗркене кӗртме пуҫланӑ. Ял ҫыннисем ҫакӑншӑн хӗпӗртенине пытармаҫҫӗ.
Пулӑ ӗрчетес ӗмӗтпе пурӑннӑ Алексей Обрядин икӗ ҫул каялла фермер шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан регионти ял хуҫалӑх министерстви ирттерекен конкурсран та айккинче юлас темен - "Перспектива" грантшӑн тупӑшса пӑхнӑ. Ӑнӑҫнӑ ӑна - 8 миллион тенке яхӑн ҫӗнсе илнӗ. Ӑркай пулла ҫитӗнтерме виҫӗ ярӑмран тӑракан бассейнсем тунӑ, скважина чавнӑ, мӗн кирлине туяннӑ. - Патшалӑх пулӑшӑвӗ пулман пулсан, тен, ҫак ӗҫе пуçӑнман та пулӑттӑм, - тет Алексей Обрядин. 12 бассейна шывпа тултарнӑ та ӗнтӗ, иккӗшне вӗтӗ пулӑ ячӗҫ. Кӗркунне тӗлне сӗреке хатӗрлеме те юрать.
Ял хуҫалӑх министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, пулӑ ӗрчетесси республикӑра вӑй илсе пырать. - Ҫак ӗҫе аталантарас текенсене тӗрев пама йышӑннӑ чухне фермерсен кӑмӑлне шута илтӗмӗр, - тет Сергей Артамонов. Сӑмах май, пулӑ ӗрчетме "Перспектива" гранта Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи тата тепӗр фермер тивӗҫнӗ. Алексей Обрядин вара ҫывӑх вӑхӑтра мӗн пур бассейна пулӑпа тултарасшӑн. Ӑна вырнаҫтарас тӗлӗшпе йывӑрлӑх пулмасса шанать вӑл. Ыйтакансем пур.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров