Мӑн Шӗвӗш ялӗнчи ҫӗнӗ ферма 140 пуҫ ӗне вырнаҫмалӑх. Хальхи вӑхӑтра кунта сӑвакан 69 ӗне. Вӗсене кӑкармасӑр усраҫҫӗ. Унччен ҫын тунӑ ӗҫе пӗтӗмпех тенӗ пек автоматизациленӗ. Апатлантармалли, шӑвармалли хатӗрсем пур. Тислӗке те ятарлӑ транспортер кӑларать. Сывлӑша вара уҫӑлтарсах тӑраҫҫӗ. Чи пысӑк ҫӗнӗлӗхсенчен пӗри - ӗнесене робот суни.
Ӗҫ кӑтартӑвӗ те тӳрех курӑнать. Ӗне мӗн чухлӗ сӗт антарнӑ е хӑшне суман - пӗтӗмпех компьютерта палӑрать. Апла пулин те пӑхса тӑракансӑр май ҫук. Ҫавӑнпа кунта оператор ӗҫлет.
Ӗнесене кунне 3 хут сӑваҫҫӗ. Вӗсен хушшинче 6 сехет. Кун пек туни тупӑша ӳстерме май парать.
"Новый путь" кооперативра пӗтӗмӗшле 1920 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, вӗсенчен 662-шӗ - сӑваканнисем. Робота хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ. Ку вара хуҫалӑхсене патшалӑхран субсиди илме май парать, тӑкаксен 45 процентне саплаштараҫҫӗ. "Новый путь" пӗрлешӳре ҫакӑн валли документсене яваплӑ ведомствӑна ҫитернӗ те ӗнтӗ.
Диана Иванова, Святослав Петров