Элӗк районӗнче республикӑри пӗрремӗш автоматизациленӗ ферма хута кайрӗ

Ӗнесене апатлантарассине, сӑвассине тата сӗт пахалӑхне тӗрӗслессине пӗтӗмпех робот йӗркелесе пырать. 200 пуҫ вырнаҫакан "ӑслӑ" фермӑна "Новый путь" хуҫалӑхра туса лартнӑ. Унти ҫӗнӗ майсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхне паллаштарчӗҫ. 

Анатри Юлӑш ялӗнче уҫӑлнӑ ҫӗнӗ фермӑра пур ӗҫе те тенӗ пек техника тӑвать. Кашни саманта шута илнӗ. Ӗнесене кунта кӑкармасӑр усраҫҫӗ. Выльӑх апатлантармалли тата шӑвармалли уйрӑм хатӗрсем пур. Ятарлӑ транспортёр тислӗк кӑларать. Уҫӑрах е пӑчӑрах пулсан сывлӑш ҫийӗнчех кирлӗ пек улшӑнать. Ҫитменнине ӗнесене типӗ массажпа та ачашлаҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли вара - сӑвӑма автоматика йӗркелесе пыни. 

Робот пӗр харӑссӑн 100 ӗне сума пултарать. Вӑл кашни выльӑха тӗпчет: хӑҫан тата мӗн чухлӗ сӗт антарнине ҫырса пырать. Сахалрах парсан - асӑрхаттарать те специалист выльӑх мӗнле туйнине тӗрӗслет. Ытларах сӗт параканнине те палӑртать - ҫак ӗнене апат нумайрах кирлине пӗлтерет. 

"Новый путь" кооперативра пӗтӗмӗшле пин те 700 ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх, вӗсенчен 600-ре яхӑн ӗне. Хуҫалӑх ку енӗпе Чӑваш Енре 6-мӗш вырӑн йышӑнать. Пӗр пуҫ вӑтамран 8 пин ытла сӗт антарать - республикӑри вӑтам кӑтартупа танлаштарсан, кунти сӑвӑм 26 процент ытларах. Кӑҫалхи 11 уйӑхра хуҫалӑхра 4 пин те 300 тонна сӗт суса илнӗ. "Ӑслӑ" ферма ӗҫе ҫӑмӑллатнипе пӗрлех тупӑша та ӳстерме май парать. 

Ҫӗнӗ фермӑна пӗлтӗр кӗркунне тума пуҫланӑ. Инвестпроекта пурнӑҫлама 60 миллион тенкӗ тӑккаланӑ, ҫуррине хальхи йышши хатӗрсем туянма янӑ. Нумай пулмасть хуҫалӑхра ҫакӑн йышши тепӗр ферма тума пуҫланӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех кооператив ӗҫе аталантарма кӑҫал тата 18 миллионлӑх субсиди илнӗ. 

Ирина Николаева, Дарья Петрова, Виктор Степанов