Купи-купипе кунта ӑпӑр-тапӑр выртнӑ. Ҫавна май ҫӗнӗ хуҫа килсенех малтан завод картишне тасатса тирпейленӗ, шыв башни лартнӑ. Эпир ҫитнӗ чухне рабочисем шалта ӗҫлетчӗҫ.
"Новый регион" пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ Вахит Баймурадов кунта тасатнӑ тип ҫу кӑларма пуҫласшӑн. Талӑкне - 30 тонна. Аталанса кайсан 50 тоннӑна ҫитересшӗн. Ҫакна йӗркелесе яма сахалтан та 70 миллион тенкӗ укҫа хывмалла. Темиҫе ҫул хупӑ ларнӑ заводра каллех ӗҫ шавӗ илтӗнме пуҫлани экономика аталанӑвӗшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Малтанхи вӑхӑтра кунта 20 ҫынна ӗҫе илес тӗллевлӗ.
Вахит Баймурадов хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ кӑларас ӗҫе лайӑх пӗлет. Ҫӗрпӳри завода туяниччен вӑл Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Ен ҫамрӑкшӑн ют мар. Унӑн ҫемйи пирӗн тӑрӑха 27 ҫул каялла куҫса килнӗ. Кунтах шкул пӗтернӗ, аслӑ пӗлӳ илнӗ. Тӗллевӗсем пысӑк. Инвестици проекчӗн иккӗмӗш тапхӑрӗпе сӗт тирпейлекен цеха та ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Услам ҫу, сыр тӑвас пирки шутлаҫҫӗ кунта. Ҫӗнӗ производство хута ярасси кӑткӑс та тӑкаклӑ ӗҫ. - Патшалӑх тӗрев пама хатӗр, - терӗ ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев. Оборудовани туянсан ун хакӗн 30 процентне саплаштарма май пулӗ. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр ҫак пулӑшӑва республикӑра аш-какай тирпейлекен 8 предприяти тата 5 сӗт завочӗ тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех кӗске вӑхӑтлӑха паракан йӳнӗ кредитпа та усӑ курма пулать, палӑртрӗ Андрей Макушев. Ҫӗнӗ предприятие министр аталану ҫулне тупма ӑнӑҫу сунчӗ. Сӑмах май, пӗрлешӳ Ҫӗрпӳри ҫу комбиначӗ ятпа ӗҫлеме пуҫлӗ.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров