Ҫураки планне тултарнӑ, халӗ выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Кӑҫал республикӑра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗлтӗрхинчен 9 пин гектар нумайрах акнӑ. Халь хуҫалӑхсенче тыр-пула имҫамлаҫҫӗ, ҫавӑн пекех выльӑх апачӗ хатӗрлеме пуҫланӑ.

Кӑҫал Чӑваш Енри хуҫалӑхсем ҫӗр улмине 4 пин те 600 гектар лартнӑ. Ку пӗлтӗрхинчен 330 гектар нумайрах. Кукуруспа чӗр таварлӑх ҫитӗнтерекен ытти культурӑсене те иртнӗ ҫултинчен ытларах акнӑ. Чӑваш Енре пушӑ выртакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе тимлеҫҫӗ. Ҫак енпе элӗксем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ураскильтпе Тавӑт ял тӑрӑхӗсенчи пин ытла гетар ҫӗре кӗрхисене акма хатӗрлеме пуҫланӑ. Паянхи кун районти хуҫлӑхсем 590 гектр ҫинчи нумай ҫул ӳсекен курӑка ҫулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче "Коминтерн", "Нива", "Свобода" тата фермер хуҫалӑхӗсем те выльӑх апачӗ валли апат хатӗрлессипе хастар. Нумай ҫул ӳсекен курӑксене 480 гектар ҫинчен ҫулса илнӗ. Муркаш районӗнчи Суворов ячӗллӗ хуҫалӑх 100 тонна ытла утӑ янтӑланӑ, "Свобода" 400-е яхӑн тонна сенаж хатӗрленӗ.

 

Алена Артемкина