Чӑваш Республикин агропромышленность комплексӗн энциклопедийӗн 2-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑ

Ӑна ял хуҫалӑх ветеранӗсен пуҫарӑвӗпе хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене вӗсем пысӑк йышпа пухӑнса пахаларӗҫ. Тӗл пулӑва Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял хуҫалӑх хастарӗсемпе ҫулсерен тӗл пулать. Пӗрле пухӑнса ку е вӑл ыйтӑва сӳтсе явасси йӑлана кӗрсе ҫирӗпленнӗ. Ял хуҫалӑх ветеранӗсем пуҫарнипе агропромышленность энциклопедийӗн 2-мӗш томӗ тухнӑ. 1-мӗшӗ 2017-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ. Унта агропромышленность тытӑмӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ 5 пин ытла ҫын ятне кӗртнӗ. Энциклопедин 2-мӗш томӗнче "Ача амӑшӗ - героиня" ята тивӗҫне хӗрарӑмсем пирки вуласа пӗлме пулать. 

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Римма Антонова 16 ача ҫуратса ӳстернӗ: 8 ывӑл та 8 хӗр. Римма Ивановна асӑннӑ районӑн хисеплӗ ҫынни. Ӑна "Ача амӑшӗ - героиня" орденпа 1-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш степеньлӗ "Ача амӑшӗн мухтавӗ" тата 1-мӗшпе 2-мӗш степеньлӗ "Анне" медальсемпе чысланӑ. Вӑл Калинин ячӗллӗ колхозра, унтан "Октябрь" совхозра чылай ҫул вӑй хунӑ. 

Энциклопедире ҫавӑн пекех Муркаш тӑрӑхӗнчи Татьяна Николаева пирки вуласа пӗлме пулать. Вӑл 8 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Пурте Тӑван ҫӗршыван Аслӑ вӑрҫинче фашистсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. 4-шӗ фронтра пуҫ хунӑ. Вӗсенчен пӗрне - Григорие "Совет Союзӗн Геройӗ" ят панӑ. Татьяна Николаевна ӗмӗрӗпе ял хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ. Ӑна халалласа ялта палӑк лартнӑ. Энциклопедие хатӗрлекенсем пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Чӑваш Ен аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ, тӗрлӗ наградӑна тивӗҫ пулнӑ ҫӗр ӗҫченӗсен, тухӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан предприяти ертӳҫисен ячӗсене те кӗртне энциклопедие.

Куславкка тӑрӑхӗнчи "Родина" хуҫалӑха 30 ҫул Людмила Емельянова ертсе пырать. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса техника паркне ҫӗнетнӗ унта. Агропромышленность ветеранӗсен тӗл пулӑвӗнче Людмила Александровна Олег Николаева ял хуҫалӑх тытӑмне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн, аталанма пулӑшса пынӑшан тав туса калаҫрӗ. Хастарсем ҫавӑн пекех хӑйсене мӗн пӑшӑрхантарнине каларӗҫ, тӗрлӗ ыйту хускатрӗҫ. 

Агропромышленность комплексӗн энциклопедине хатӗрлеме пулӑшнӑ хастарсене Олег Николаев тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ. 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров