Тӗп геройсем - Маринӑпа Аркадий Михайловсем. Вӗсем 36 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Мӑшӑр пысӑк хуҫалӑх тытать. Паян вӗсен 7 ӗне тата 8 пӑру. Маларах тата нумайрах пулнӑ - 27 пуҫ таран. Михайловсем харпӑр хӑй ҫине ӗҫлекенсем шутланаҫҫӗ. Икӗ ӗнине шӑпах патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса туяннӑ. Выльӑха хӗлӗпе тӑрантарма утӑ нумай кирлӗ. 7 гектар ҫинче ӗҫлени ҫителӗксӗртерех, теҫҫӗ вӗсем. Ҫавӑнпа та выльӑх апатне ытти хуҫалӑхсенчен туянаҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫӗнче паллах, техникӑсӑр та май ҫук. Пӗтӗм техникӑпа Аркадий Ильич ӗҫлет. Ытти йывӑр ӗҫ те ытларах ун ҫине тиенет.
Ӗнесене вара мӑшӑр пӗрле сӑвать. Пӗччен йывӑр тата хӑвӑрт пулмасть. Сӗте тата унтан хатӗрленӗ юр-вара сутма эрнере 3 хут Ҫӗнӗ Шупашкара каяҫҫӗ. Хула ҫыннисем ялта туса илнӗ апат-ҫимӗҫе кӑмалласах туянаҫҫӗ, яланхи клиентсем те пур. Хуҫалӑхра ӗнесемпе пӑрусемсӗр пуҫне сысна ҫурисем, кӑрккасем тытаҫҫӗ. Мӑшӑр 5 ача пӑхса ӳстернӗ: 3-шӗ хӑйсен, иккӗшне пӗчӗк чухне усрава илнӗ. Вӗсем ашшӗпе амӑшне канмалли кунсенче килсе пулӑшаҫҫӗ. Марина Михайлова ҫак яла Ҫӗнӗ Шупашкартан качча килнӗ. Ҫӗр ӗҫне чунтан юратни илӗртнӗ пуль, тесе шӳтлет вӑл. Мускав хӑнисем ҫавӑн пекех Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Куславкка тӑрӑхӗсенчи ӗҫченсене ӳкернӗ.
Диана Иванова, Андрей Шоклев