Чӑваш Енри сӑнав лаптӑкӗсенче ҫӗр ытла тыр-пул тӗсне ҫитӗнтереҫҫӗ

Патшлӑх сорт комиссийӗн Чӑваш Енри филиалӗн сӑнав лаптӑкӗсенче халӗ ӗҫ вӗрет. Ҫулсеренех 4 районти тӗпчев уйӗсенче тӗрлӗ культура ӳстереҫҫӗ.

Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ хамӑр ҫӗршывра туса илекен вӑрлӑхпа ӗҫлессине ҫулран-ҫул 5 процент ӳстерме тӗллев лартнӑ. Чи малтанах ҫакӑ куккуруса, хӗвелҫаврӑнӑша тата сойӑна пырса тивет. Хамӑр тӑрӑхра ҫитӗнтернӗ ытти культура та чикӗ леш енчи селекционерсен ӗҫӗсенчен кая мар. Ҫакна темиҫе ҫул сӑнав лаптӑкӗсенче ӳстерсе куллен тӗпченӗ май пирӗн республикӑри специалистсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫулран-ҫул тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн тухӑҫлӑхне, чир-чӗр ерессине, сивве тӳсӗмлине тата ытти паха енӗсене кура кӗрхи ырашӑн темиҫе сортне уйрӑмах палӑртаҫҫӗ. 

 

Алиса Александрова, Семен Антонов