Чӑваш Енри хуҫалӑхсем кӑҫал нихҫанхинчен нумай трактор-комбайн туяннӑ

Халӗ хресченӗн техникӑна тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫарас пирки шутламалла. Нумайӑшӗ ӑна упрама лартнӑ та ӗнтӗ. Ҫакна Патшалӑх техника надзорӗн инспекторӗсем асӑрхаса тӑраҫҫӗ.

Республикӑри ял хуҫалӑх техника паркӗн 40 проценчӗ 10 ҫултан аслӑрах. Кашни иккӗмӗш трактор-комбайна улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсен тӑкакӗсене саплаштарма кӑҫал регион хыснинчен ытларах укҫа уйӑрнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, хуҫалӑхсене техника хакӗн 40 процентне тавӑрса параҫҫӗ. Унччен 15 кӑна пулнӑ. Унсӑр пуҫне субсидие халӗ таможня пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывра кӑларнӑ техникӑшӑн та илме пулать. 

 

Екатерина Фомина, Дарья Паскарюк, Вадим Владимиров