Ҫак ыраш пусси хӑйне евӗр эксперимент. Сайран акнӑ культурӑран пысӑк тухӑҫ илме палӑртнӑ "Пионер" хуҫалӑхра. Ыраш ҫӑнӑхне ҫӑкӑр пӗҫерме вырнаҫтарасшӑн. Вӑтамран 50 центнер тухасса шанаҫҫӗ. Агрофирма Канаш тата Йӗпреҫ тӑрӑхӗсенче тыр-пул ҫитӗнтерет. Тӗллевсем пысӑк пулнине пытармаҫҫӗ кунта - акана лайӑх хатӗрленсе ирттернӗ. Анчах чылай вӑхӑт ҫумӑр ҫуманни шиклентрет. Пӗлтӗрхинчен япӑх тухӑҫ илесшӗн мар.
Республикӑра выльӑх апачӗ хатӗрлессипе аван ӗҫлеҫҫӗ. Хуҫалӑхсем курӑксене пӗр хут ҫулса пӗтернӗпе пӗрех.
Чӑваш Енре 550 пин гектар ҫинче тӗрлӗ культура ҫитӗнет, ҫав шутра 320 пин гектар ҫурхисене, тепӗр 80 пин гектар кӗрхисене пухса кӗртмелле. Ҫав вӑхӑтрах чрезвычайлӑ лару-тару йӗрки ҫирӗплетнӗ тӑрӑхсенче типӗ ҫанталӑк мӗн чухлӗ шар кӳненине палӑратҫҫӗ - паянхи куна 40 ытла хуҫалӑх 200 миллион тенкӗлӗх тупӑш ҫухатнине ҫирӗплетнӗ, пӗлтереҫҫӗ ял хуҫалӑх министерствинчен. Уйрӑмах ҫуркунне акнӑ тыр-пул аталанайман.
Вырмана хашпӗр хуҫалӑхсем ҫак эрнерех пуҫласшӑн, тепӗр эрнере вара республикипех тыр-пул пухма тухаҫҫӗ. Кунта юлашки ҫулсенче патшалӑх техника туянма пулӑшни витӗм кӳрет.
2-3 эрнере вырмана вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Малтанхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, хуҫалӑхсем 750 пин тонна тыр-пул пухса кӗртессе шанаҫҫӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен чӗрӗк пай сахалрах.
Ирина Николаева, Михаил Нагоркин, Игорь Ульянов