Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра Сергей Крылов фермер патӗнчен ҫын татӑлмасть тесен те юрать. Пурте пылак ҫимӗҫпе сӑйланса юласшӑн. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Ҫӳлтикасси ҫывӑхӗнче 3 ҫул ӗнтӗ тутлӑ ҫимӗҫ туса илет Сергей Крылов. Ҫак ӗҫе юлташӗсемпе тӑванӗсене те явӑҫтарать. Ҫырла пирки хӑй мӗн пӗлнине каласа, ӑнлантарса тӑрать. Малашне лаптӑка ӳстерес тӗллевлӗ. Шӑвармалли тытӑм пурри ӗҫе самай ҫӑмӑллатать. Пурӗ 10 ытла сорт ҫитӗнет кунта: Азия, Алба, Джели тата ытти те. Вӗсем тӗрлӗ вӑхӑтра пиҫсе ҫитеҫҫӗ, тути те расна. Фермер хӑйне пулӑшма ытларах ҫамрӑксене явӑҫтарать. Ҫав шутра Донецкран килнисене те вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерет. Сергей Крыловӑн тӗслӗхне курса Еленапа Павел Никифоровсем те ҫырла ӳстерме шутланӑ, "Перспектива" грант ҫӗнсе илнӗ. Патшалӑх пулӑшнипе 4 миллион тенкӗлӗх калчасем туяннӑ, шӑвармалли тытӑм вырнаҫтарна. Тухӑҫ тепӗр уйӑхран пуласса шанаҫҫӗ.
Муркаш тӑрӑхӗнчи Валерий Кондратьев Антон ывӑлӗпе вара кӑткӑсрах мелпе ҫырла ӳстереҫҫӗ. Вӗсем техӗмлӗ ҫимӗҫе тӑрӑ айӗнче туса илес тенӗ. Пӗлтӗр ҫумӑрлӑ тата сивӗ пулнӑран тухӑҫа самай ҫухатнӑ.
Ҫӗнӗ технологие алла илес тесе фермер нумай ҫӗре ҫитсе курнӑ. Пӗр гектар ҫурӑ лаптӑк ҫинче ҫырласене хӳтлӗхре ӳстереҫҫӗ, вӗсем тепӗр уйӑхран пиҫсе ҫитӗҫ. Чӑваш Енри ҫырла туса илекенсем пӗр-пӗрне хавхалантарса та пулӑшса пыраҫҫӗ. Ҫитӗнӳсемпе вӗсем чарӑнса тӑрасшан мар - лаптӑксене ӳстересшӗн. Хӑйсене малашне те патшалӑх енчен тимлӗх уйӑрасса шанаҫҫӗ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов