Чӑваш Енре типӗ ҫанталӑка пула чрезвычайлӑ лару-тӑру йӗркине йышӑннӑ

Кун пирки калакан хушӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ алӑ пуснӑ. Шӑрӑх ҫанталӑка пула хӑш районсенче ытларах шар кураҫҫӗ? Тӑкака мӗнле майпа саплаштарма пулать? Ку ыйтусене ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов уҫӑмлатрӗ. 

Республикӑра 30 талӑк ытла типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Метеостанцисен сӑнавӗпе, ҫурла уйӑхӗнче 3 миллиметр кӑна ҫумӑр ҫунӑ. Ку вӑл нормӑн 5 проценчӗ ҫеҫ. Сывлӑш температурин вӑтам кӑтартӑвӗ вара 21,9 градуспа танлашнӑ. 2010-мӗш ҫулта вӑл пӗчӗкрех пулнине палӑртаҫҫӗ синоптиксем. Малтанласа шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, хуҫалӑхсем 67 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. "Пирӗн ҫак ҫухатусене саплаштармалли пӗрлехи ҫул-йӗре палӑртмалла", - терӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ ятарлӑ комисси ларӑвӗнче. 

Екатерина Фомина, Владимир Тимофеев, Вадим Владимиров