Чӑваш Енре сурӑх-качака шатра чирне палӑртассипе вӗренӳ ирттернӗ

Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче халӗ ҫак усал чир алхасать. Ярославль облаҫӗнче, Дагестанпа Калмӑк, Читапа Амур, Приморье тӑрӑхӗсенче выльӑх-чӗрлӗх шар курнине ҫирӗплетнӗ. Енчен те пирӗн республикӑра та шатра чирӗ ернине палӑртсан - пур ведомствӑн та ӑна хирӗҫ кӗрешме хатӗр пулмалла. 

Выльӑх-чӗрлӗх усракансен яланах сыхӑ пулмалла, асӑрхаттараҫҫӗ ветслужбӑра. Сыснасен африка мурӗ, кайӑк-кӗшӗк гриппӗ - юлашки вӑхӑтра ял ҫыннисемпе пысӑк хуҫалӑхсене шар кӑтартакан сӑлтав нумайлансах пырать. Халӗ тата сурӑхпа качакасен шатра чирӗ сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк. Ҫавна май Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк вӗренӳ йӗркеленӗ. Ку мур ҫын сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ мар. Анчах выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ вилет. Чылай чухне чирлӗ сурӑх-качака путексене ертет, инфекци шывпа тата апат урлӑ та сарӑлма пултарать. Ҫапах та выльӑха маларах вакцинацилени инкекрен ҫӑлса хӑварма пулӑшать, палӑртаҫҫӗ ветеринарсем. 

Ирина Николаева, Игорь Зверев