Чӑваш Енре пӗрремӗш хут агроволонтерсен слечӗ пулчӗ

Тӗлпулу Тӑвай районӗнчи ятарласа йӗркеленӗ палаткӑсен лагерӗнче иртрӗ. Унта пӗтӗм республикӑран 1300 ытла ял ҫамрӑкӗ пуҫтарӑнчӗ. Тухтӑрсем, педагогсем, культура ӗҫченӗсем, ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем тӗрлӗ ыйту ҫӗклерӗҫ. 

"Пирӗншӗн ял - чӑваш йӑли-йӗркине, культура пуянлӑхне упракан вырӑн шутланать. Ҫавӑнпа ҫак мула паянхи меслетсене усӑ курса сыхласа хӑварма тӑрӑшмалла", - терӗ слета хутшӑнакансене саламласа регион ертӳҫи Олег Николаев. Яла тӗрев парассипе, аталантарассипе республикӑра чылай ӗҫленине палӑртрӗ вӑл. 69 проект хушшинче ҫулсем сарассине, шыв кӗртессине те шута илнӗ. Ҫамрӑк специалистсене - яла ӗҫлеме килекен тухтӑрсемпе вӗрентекенсене - пулӑшма та майӗсем пур. Пӗтӗмӗшле тӗллев - ялти пурнӑҫ майӗсене хуларине ҫитересси. 

Алиса Александрова, Михаил Солин