"Пирӗншӗн ял - чӑваш йӑли-йӗркине, культура пуянлӑхне упракан вырӑн шутланать. Ҫавӑнпа ҫак мула паянхи меслетсене усӑ курса сыхласа хӑварма тӑрӑшмалла", - терӗ слета хутшӑнакансене саламласа регион ертӳҫи Олег Николаев. Яла тӗрев парассипе, аталантарассипе республикӑра чылай ӗҫленине палӑртрӗ вӑл. 69 проект хушшинче ҫулсем сарассине, шыв кӗртессине те шута илнӗ. Ҫамрӑк специалистсене - яла ӗҫлеме килекен тухтӑрсемпе вӗрентекенсене - пулӑшма та майӗсем пур. Пӗтӗмӗшле тӗллев - ялти пурнӑҫ майӗсене хуларине ҫитересси.
Алиса Александрова, Михаил Солин