Чӑваш Енре паянхи кун тӗлне 138 пин тонна яхӑн тырӑ пухса илнӗ

Чи пысӑк кӑтартусем Елчӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсен. Унта вырмалли лаптӑкӑн 20 процентне тирпейленӗ. Элӗк районӗн уй-хирӗнчен те техника шавӗ татӑлмасть. 

Тухӑҫа вӑхӑтра, тӑкаксӑр пухса кӗртме васкаҫҫӗ хуҫалӑхсем. Гектартан вӑтамран 30 центнер тухать. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсем ытларах та пухса кӗртеҫҫӗ. Сӑмахран, ҫак ана ҫинчен 40 центнертан кая мар илмелле. Кунта Сергей Волков фермер элита вӑрлӑх акса хӑварнӑ, - каласа кӑтартать район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Прохоров. Хӑватлӑ техника ӗҫ тухӑҫлӑхне самай ӳстерет. Ҫанталӑк ура хумасан вырма кал-кал иртессе шанатпӑр, теҫҫӗ ҫӗр ӗҫченӗсем. Выльӑх апатне те вӑхӑтра хатӗрлесе хӑварма васкамалла. Хӗл хырӑмӗ аслӑ - утӑ, сенаж, силос сахал мар кирлӗ. Ҫав вӑхӑтрах хуҫалӑхсем кӗрхи культурӑсене акма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ. Элӗк районӗнче вӗсен лаптӑкӗ 4 пин гектара яхӑн пулмалла. 

Екатерина Фомина, Михаил Солин