Чӑваш Енре пахча-ҫимӗҫ тирпейлекен цех уҫӑлчӗ

Ҫакӑ "Хатӗр апатсен фабрикине" хута ярас ӗҫӗн пуҫламӑш тапхӑрӗ. Ҫӗнӗ производствӑпа Правительство пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов паллашрӗ. 

Пин ҫурӑ тӑваткал метр лаптӑк йышӑнакан ҫӗнӗ производствӑна "Агрофуд" предприяти Шупашкар тӑрӑхӗнче хута янӑ. Кунта сехетре 2 пин тонна яхӑн ҫӗр улми, кишӗр, хӗрлӗ кӑшман, сухан, ыхра тата купӑста тирпейлеҫҫӗ. Цеха хута яни ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, вырӑнти ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем туса кӑларакан пахча-ҫимӗҫе вырнаҫтарма тата халӑха хамӑр тӑрӑхра туса илнӗ паха та экологи тӗлӗшӗнчен таса апатпа тивӗҫтерме май парать. 

Тирпейленӗ тавара социаллӑ учрежденисемпе обществӑлла апатлану предприятийӗсене те ҫитереҫҫӗ. Производствӑра пахча-ҫимӗҫе ҫумалли, тасатмалли, типӗтмелли тата сывлӑш кӗмен ятарлӑ хутаҫсене тултармалли хатӗрсем вырнаҫтарнӑ. Цехра 10 ҫын тӑрӑшать. "Агрофуд" предприяти ертӳҫи Сергей Анучин пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе хута яма 15 миллион тенкӗ ытла тӑккаланӑ. Тавара пӗчӗк савӑтсенчен пуҫласа 15-20 килоллисем таран вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. "Хатӗр апатсен фабрикин" ытти цехӗсене тӑвас ӗҫе компани кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче пуҫӑнма палӑртать. Сергей Анучин каланӑ тӑрӑх, пӗтӗмпе лаптӑк 6 пин тӑваткал метр йышӑнӗ. Кунне 70 пин порци хатӗр апат туса кӑларӗҫ. 

Оксана Верликова