Пӗлтӗр унпа 12 ҫын усӑ курма пултарнӑ, виҫӗмҫул 25-ӗн. Конкурса кӑҫал та хресчен хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе усламҫӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кашнийӗн ятарласа хатӗрленӗ проект пулмалла. Ҫавӑн пекех палӑртнӑ ӗҫӗн 10-мӗш пайне пурнӑҫа кӗртмешкӗн хӑйӗнех укҫа-тенкӗ пуррине ҫирӗплетмелле. Заявка паракансенчен документсене ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшчен Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртра йышӑнаҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Михаил Солин