Чӑваш Енре ӗне усракансен тӑкакӗсене саплаштарма йышӑннӑ

Тӗллевлӗ пулӑшу мӑйракаллӑ шултра выльӑх усракансем патне ҫитме пуҫланӑ та ӗнтӗ.

Ӗне усракансене ятарлӑ пулӑшу памалли йышӑнӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫирӗплетнӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ те паллӑ - ялсенче ӗне тытакансем сахалланса пыраҫҫӗ. Чӑваш Ен правительстви ҫакӑн ҫине алӑ сулма пултараймасть. Иртнӗ ҫул халӑхран пухакан сӗт хакӗ чакса кайнине пула пӗр ӗне усракансене 2 пин те 300, 2 ӗнешӗн 3 пин те 300 тенкӗ, ытларах выльӑх тытакансене хуҫалӑхри кашни мӑйракаллӑ шултра выльӑхшӑн 4 пин те 400 тенкӗ панӑччӗ. Кӑҫал сӗт хакӗ пӗлтӗрхинчен хаклӑрах пулсан та, пӗр хут паракан тӳлеве малалла тӑсма шутланӑ. Ку тӗллевпе Чӑваш Ен хыснчен 171 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. 

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин