Республикӑра паянхи кун ҫырла туса илекенсен шучӗ ӳссех пырать. Шупашкар, Муркаш, Комсомольски, Тӑвай тӑрӑхӗнче ҫак енӗпе кӑсӑклансах ӗҫлеҫҫӗ фермерсем. Ҫӗршывӗпе илес пулсан 30 проценчӗ хамӑрӑн ҫырла, ытти - ют ҫӗртен. Хакӗ аван, туянаканӗ пур, ку ҫимӗҫпе ӗҫлеме те тупӑшлӑ. Патшалӑх енчен витӗмлӗ пулӑшу пурри те хавхалантарать ҫӗр ӗҫченӗсене.
"Пылак ҫимӗҫ фестивальне хамӑр патра ирттерни ҫӗнӗ пӗлӳ илме, пирӗн ҫырлаҫӑсем халиччен мӗне вӗреннине ыттисене каласа пама та май парӗ", - терӗҫ канашлӑва пуҫтарӑннисем. Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хӑнасене Шупашкар тӑрӑхӗнчи "Ивушка" питомникре йышӑнма палӑртнӑ. Ҫырлана халалланӑ пысӑк уява Питравра ирттересшӗн. Пӗр вырӑнта сӗтеклӗ ҫимӗҫе ӳстерекенсенчен пуҫласа унпа сӑйланма кӑмӑллакансем таранах пуҫтарӑнӗҫ. Усламҫӑсен хӑйсен продукцийӗпе паллаштарма, суту-илӳ тума май пулӗ. Им-ҫам туса кӑларакансем туянаканӗсене тупса паллашӗҫ. Ҫырларан тӗрлӗ ҫимӗҫ пӗҫерекенсем малашне ҫак тавара камран илмеллине тишкерӗҫ. Фестиваль тӗллевӗсенчен пӗри - хӑнасене агротуризм тӗслӗхӗпе кӑсӑклантарасси.
Ирина Николаева, Алиса Александрова, Святослав Петров