Чӑваш Енре ҫӗршыв бюджетӗнчи укҫа-тенкӗсӗрех ҫемье фермисене аталантарма грант парассине ӗҫе кӗртнӗ

Ҫакӑн пирки маларах "Фермерсен слётӗнче" сӑмах пуҫарнӑ. Шухӑша регион ертӳҫи Олег Николаев та ырланӑ. Пуҫаруллӑ ял ӗҫченӗсене укҫан пулӑшу 2022-мӗш ҫулта перекетленӗ шутран ҫитӗ. 

Асӑннӑ йышӑну грант илекенсен йышне ӳстерме май парӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗ кӑҫал конкурс суйлавӗ витӗр тухнӑ, анчах ҫӗршыв хыснинчи укҫа-тенкӗ ҫитейменнипе грант илеймен 8 ҫемье фермине аталантарма кайӗ. Пӗтӗмӗшле виҫи 70 миллион тенке яхӑн. 

Ҫак 8 проекта пурнӑҫланӑ май 2 ҫулта 24 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелемелле, фермерсем сутнӑ продукцирен 700 миллион тенкӗ тупӑш кӗмелле. Проектсенчен 4-шӗ "иккӗмӗш ҫӑкӑр" туса илессипе пурнӑҫланӗ, ҫавӑн пекех грант илнӗ ытти ҫынсем хушшинче тыр-пул ӳстерессипе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӗҫлес кӑмӑллисем пур. 

Алиса Александрова, Михаил Солин