Саккунпа килӗшӳллӗн, ҫитес ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫӗршывра ял хуҫалӑх микроҫыравӗ пулать. Районсенче ҫак ӗҫ-пуҫа мӗнле йӗркелессине Правительство ҫуртӗнче сӳтсе яврӗҫ. Ҫырав ирттерекенсем республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсене, фермер, килти хушма хуҫалӑхсене, коммерциллӗ мар пӗрлешӳсене ҫитӗҫ. Пурӗ 2016-мӗш ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗ вӑхӑтӗнче шута илнӗ объектсен 30 процентне тишкерме палӑртнӑ.
Елена Дмитриева, Виолетта Александрова