Хальхинче хӑнасене "Пехет" ял хуҫалӑх пасарӗнче йышӑнчӗҫ. Вырӑнӗ нумай, ҫимӗҫ пахалӑхне упрама сивӗтмӗшсем пур, кунтах уяв программине ирттермелли сцена. Ҫанталӑк кӑмӑлӗ пӑсӑласран та пӑшӑрханмалли ҫук. Шӑрӑхра та, ҫумӑрта та хӑтлӑ кунта.
Йӗри-тавра пылак ҫимӗҫпе йӑтӑнакан сентресем, йывӑҫ-тӗм калчи-хунавӗ. Кашни кӗтесре тенӗ пекех кучченеҫ тутанма сӗнеҫҫӗ. Иртнӗ 5 ҫулта аталану самай мала кайнӑ. Ҫырларан темӗн те пӗр хатӗрлеме вӗренсе ҫитнӗ. Фестивальте варени вӗретесси те йӑлана кӗнӗ. Пылак ҫимӗҫе пӗтӗмпех ятарлӑ ҫар опеарцийӗнчи салтаксем патне ӑсатаҫҫӗ. 2 кун пынӑ фестивалӗн программинче уяв, ӗҫлӗ килӗшӳсем алӑ пусни, ҫӗнӗ проектсем пуҫарни. Кӑҫал республикӑра "Фабрика процессов" проект ӗҫлеме пуҫланӑ. Унпа килӗшӳллӗн пулас специалистсене вӑрлӑх лартнинчен пуҫласа продукци иличченхи тапхӑрччен вӗрентеҫҫӗ. Проекта ача сачӗсемпе шкулсене, аграри колледжӗпе университетсене, улма-ҫырла ӳстерекен хуҫалӑхсемпе питомниксене явӑҫтарнӑ. Ырӑ ӗҫӗн пӗрремӗш кӑтартӑвӗсене те фестивальтех курма пулчӗ. Ҫырла фестивалӗ - ҫемье уявӗ. Республикӑра пурӑнакансем ҫулленех 2 кун уяв лапамӗнче ирттерме маларах палӑртса хураҫҫӗ. Ачасем вара пылак та усӑлла ҫимӗҫпе, вӑйӑсемпе, парнесемпе савӑнаҫҫӗ.
Алиса Александрова, Антонина Капитонова, Денис Афанасьев








