Чӑваш Ен делегацине ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ертсе пырать. Куравра инвесторсемпе тӗл пулса республикӑри хӑмла, ҫӗр улми туса илес проектсен аталанӑвне тишкерме палӑртнӑ. "Продэкспо" форумра яланхиллех "Чи лайӑх ҫимӗҫе" палӑртаҫҫӗ. Ҫак конкурсра Чӑваш Енри предприятисен продукцине кашни ҫулах пысӑк хак параҫҫӗ. Кӑҫал та вӗсем ҫитӗнӳ тӑвасса шанаҫҫӗ.
Алиса Александрова