Чӑваш ҫимӗҫне чикӗ леш енче те кӑмӑллаҫҫӗ

Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсен суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ ӳссе пырать.

Чӑваш Енре туса илнĕ хуратула Бельги çĕршывĕнче кăмăлланă. Хальлĕхе унта 380 тонна сутнă, пурĕ 700 тонна ăсатма палăртнă. Çавăн пекех çак культурăна Польшăпа Германие те леçеççĕ. Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кӑҫал чăваш хресченӗ ют ҫӗршывсене 33 миллион долларлӑх продукци сутнă. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 25 процент ытларах. Çултан çул çак кăтарту ÿссех пырать.

 

Надежда Александрова, Татьяна Самсонова, Виолетта Александрова