Хуҫалӑхӑн лаптӑкӗсем 3 пин те 422 гектар йышӑнаҫҫӗ, мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ пин ытла пуҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ кунта ӗҫлекенсене малашне те пӗр палӑртнӑ ҫултан пӑрӑнмасӑр вӑй хума сунчӗ.
Хуҫалӑхри ҫӗнӗ витере 720 пӑру. 1440 пуҫ вырнаҫмалӑх хӑпартнӑ ҫурта ҫитес ҫул туллин ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Хальхи технологисем ял хуҫалӑхра самай ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗхе "Кормомама" текен хатӗрпе шӑвараҫҫӗ. Унпа пӑрусем патне таса сӗт те, ӑна улӑштаракан хутӑшсене те ҫитерме пулать. Калӑпӑшлӑ строительство ӗҫне предприяти 387 миллион тенкӗ хывнӑ. Тӑкакӑн пӗр пайне патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса саплаштарасшӑн. Йӗрке тӑрӑх, хуҫалӑх тӑккаланӑ укҫан 30 процентне ҫӗршыв бюджетӗнчен, 15-шне республика хыснинчен тавӑрмалла.
Алиса Александрова, Николай Скворцов