Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче йӑлана кӗнӗ "Уй кунӗ" курав иртет

Ял хуҫалӑх культурисен ҫӗнӗ сорчӗсемпе гибричӗсене, техникӑна пахалаҫҫӗ, килӗшӳсем тӑваҫҫӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче йӑлана кӗнӗ "Уй кунӗ" курав иртет. Вӑл хӑйӗн ӗҫне паян вӗҫлет. Кӑҫал унта Раҫҫейӗн 17 регионӗнчен хӑнасем ҫитнӗ. 

Уй кунӗ курава Чӑваш Енре 2006-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Унӑн шайӗ, сумӗ ҫултан ҫул ӳссе пырать. Кӑҫал ҫӗршыври 80 компани хӑйӗнпе паллаштарать. Вӑл шутра ял хуҫалӑх техники, удобрени, тӗрлӗ им-ҫам кӑларакансем, вӑрлӑхпа тивӗҫтерекенсем.

Трактор-комбайн, ҫӗр ӗҫӗнче кирлӗ ытти хатӗр туянас тӗллевпе килнисене кунта хапӑл тӑваҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи "Коминтерн" хуҫалӑхра тӑрӑшакансем уй кунӗ курава кашни ҫулах килме тӑрӑшаҫҫӗ.

Патшалӑх тӑкаксен пӗр пайне саплаштарнине кура иртнӗ виҫӗ ҫулта республикӑра ял хуҫалӑх техникин паркӗ палӑрмаллах ҫӗнелнӗ. 

Курав фермерсемпе хуҫалӑх ертӳҫисене пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, пӗлӗве пуянлатма май туса парать. Хальхинче выльӑх апачӗ хатӗрлессипе, мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ял хуҫалӑхӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн уй-хирӗнчи сӑнав лаптӑкӗнче вара темӗн тӗрлӗ культура ҫитӗнет - 240 яхӑн сортпа гибрид. Хӑшӗ мӗнпе паха пулнине специалистсем тӗплӗн каласа кӑтартрӗҫ пухӑннисене. Курав ӗҫӗпе республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та паллашрӗ. Ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекенсене патшалӑх наградисем парса чысларӗ. 

Екатерина Фомина, Михаил Нагоркин, Виктор Степанов