Ҫӗр улмие хамӑр ҫӗршыври регионсене кӑна мар, чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ

"Иккӗмӗш ҫӑкӑра" кӑҫал 5 пин гектар ытларах лартса хӑварнӑ. Лаптӑкӑн 90-а яхӑн процентне тирпейленӗ те ӗнтӗ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 218 центнер. Ку пӗлтӗрхипе танлаштарсан кӑшт пӗчӗкрех. Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр хуҫалӑхра ку кӑтарту самай пысӑкрах.

"Слава картофелю" хуҫалӑхра ир пуҫласа каҫченех ӗҫ вӗрет. Ҫанталӑк ырӑ кӑмӑлӗпе усӑ курса юлма васкамалла, теҫҫӗ кунта. Вӑхӑтра пухса кӗртнӗ тухӑҫӑн пахалӑхӗ те пысӑкрах. Ҫӗр улми вӑрлӑхӗ туса илессипе ӗҫленӗ май, ҫакӑ агрофирмӑшӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ӑна вӑл хамӑр ҫӗршывра кӑна мар, чикӗ леш енне те ӑсатать. Сӑмахран, ҫӗнӗ ҫулччен пин тонна Узбекистана леҫмелле. Халӗ хуҫалӑх Арроу ятлӑ ҫӗр улми кӑларать. Ку ҫӗнӗ сорт, ӑна кунта нумай пулмасть туса илме пуҫланӑ. 

 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов