Ку пӗрлешӳ курава тӑтӑшах хутшӑнать. Вӑл тивӗҫтерекен трактор-машина Чӑваш Енри фермрсем килӗштереҫҫӗ, хаваспах туянаҫҫӗ. Сӑмах май, мӗн пур техникӑна Раҫҫейре туса кӑлараҫҫӗ. Машинсен пахалӑхӗ пирки иккӗленмелли ҫук, предприяти икӗ ҫуллӑха гаранти парать. Лайӑх тухӑҫ илес тесен ӳсен-тӑрана вӑхӑтра хӳтӗлемелле, им-ҫам сапмалла. Ҫак ӗҫре ҫӗнӗ техника самай пулӑшать. Сӑмахран, хальхи им-ҫам сапмалли хатӗрсем киввисенчен хӑватлӑрах. Вӗсем фермерсене вӑхӑта перекетлеме те май параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ӗҫ пахалӑхӗ те ҫӳллӗ шайра пулать.
Елена Дмитриева, Михаил Солин