Хӑш-пӗр районта кӗрхисене апатлантарса пӗтернӗпе пӗрех. Халӗ анасене сӳресе ҫурхисене акма пуҫлаҫҫӗ. Елчӗк тӑрӑхӗнчи ака-суха ӗҫӗсемпе Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллашрӗ.
Элпуҫри Юрий Лапшин хуҫалӑхӗнче ҫуракине эрне каялла - ҫӗр айӗнчи шӑн пӗтсенех тухнӑ. Халӗ кунти анасене сӳресе урпа акаҫҫӗ. 2 пин те 200 ытла гектар ҫинче ака-суха вӑхӑтлӑ туса ирттермешкӗн ҫӗнӗ йышши техника пулӑшать. Хӑватлӑ техникӑн усси куҫкӗретех. Халиччен 2-3 кун тунӑ ӗҫе ҫӗнӗ трактор пӗр кунта тума пултарать. Ҫапла, Яманчурел хуҫалӑхӗнче те ҫураки вӗрет. Техника уй-хире ытти ҫулхисенчен самай маларах тухнӑ пулсан та, хресченсем кашни кунпах тухӑҫлӑ усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗр нӳрӗклӗхӗпе усӑ курса тырпула вӑхӑтлӑ акса хӑварас теҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов