Ҫӗр ӗҫченӗсен хӗрӳ тапхӑр пуҫланчӗ

Улатӑр, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав тӑрӑхӗсенчи хуҫалӑхсем кӗрхисене апатлантарма тухнӑ. Вӗсене республикӑра 81 пин ытла гектар акса хӑварнӑ. Ҫурхи культурӑсем вара 310 пин гектар йышӑнмалла. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах пычӗ. 

Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫуркунне кӑҫал нихҫанхинчен ир килчӗ. Хуҫалӑхсем хире пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчех тухнӑ, пӗлтӗр вара кӗрхисене ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче апатлантарма тытӑннӑ. Калча тӗпрен илсен лайӑх хӗл каҫнӑ. Вӑрлӑх ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, кирлинчен 5 процент ытларах та. Кондицие ларни - 93 процент. Вӑрлӑха тасатас ӗҫ халӗ малалла пырать. 

Кӑҫал акакан лаптӑк Чӑваш Енре 550 пин ытла гектарпа танлашӗ. Уй-хир ӗҫне кӗске вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ ирттернипе пӗрлех усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес тӗлӗшпе те тӑрӑшмаллине каларӗҫ канашлура. Республикӑра унашкал 27 пин ытла гектар лаптӑка шута илнӗ. Ӑна 2025-мӗш ҫул вӗҫлениччен пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртсе пӗтерме палӑртнӑ Ял хуҫалӑх министерствинче. Кӑҫалхи тӗллев - 10 пин ытла гектар. 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов