Ҫӗнӗ проектсемпе пуҫарусене сӳтсе яврӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫӗпе паллашрӗҫ

Тӑвай тӑрӑхӗнче йӑлана кӗнӗ "Ялта чи лайӑххисем" слёт иртрӗ. Вӑл тӗрлӗ муниципалитетри пин те 500 ытла ҫамрӑка пӗрлештерчӗ. Слёта пуҫарса янӑранпа пилӗк ҫул ҫитнӗ ятпа "ялта чи лайӑххисем" Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе пӗрле вӑйӑ картине тӑчӗҫ. 

Слёт лапамӗнче туслӑх хуҫаланать. Тӗрлӗ халӑх культурине, йӑли-йӗркине кӑтартнӑ кунта, наци апат-ҫимӗҫне те тутанса пӑхма пулать. "Ялта чи лайӑххисем" слёта кӑҫал Раҫҫейри халӑх пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Кашни муниципалитет ҫакна тӗпе хурса хатӗрленӗ картишӗпе паллаштарчӗ. Хӑнасене юрӑ-ташӑпа, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. 

"Ялта чи лайӑххисем" тӑватӑ лапама пайланса ӗҫлерӗҫ. Вӗрентекенсемпе тухтӑрсем, ҫӗр ӗҫченӗсем, культура, спорт тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, студентсем - яла аталантарассине кашни хӑй тӳпине хывма пултарать. Слётра вӗсен шӑпах хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлтерме май пулчӗ. Пухӑннисем Чӑваш Ен йӑли-йӗрки пирки калаҫрӗҫ. Тӑван халӑхӑн пуян еткерне упраса хӑварас тӗллевпе республикӑра тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме палӑртнӑ. Вӑл шутра чӑваш вӑййисене сармалли "Сик!Тух!" проект, "АРЧА" цифра платформи, акатуя халалланӑ ретро-курав. Кунтах Республика кунне мӗнле паллӑ тӑвассине те тишкерсе тухрӗҫ. Пилотсӑр вӗҫев хатӗрӗсемпе тапӑнас хӑрушлӑх пуррине шута илсе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев программӑна улшӑнусем кӗртме йышӑннӑ. Уяв концерчӗсене муниципалитетсенче пӗчӗк йышпа ирттерме палӑртнӑ. Акатуй, Вӑйӑ, Утӑҫи, Ниме йӑли-йӗркисем тӗп вырӑнта пулӗҫ. 

Слётра паянхи паттӑрсене - ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсемпе салтакӗсене те тимлӗх уйӑрчӗҫ. Саккун кӑларассишӗн яваплисен тӗл пулӑвӗ те иртрӗ. Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ҫамрӑк ӗҫтешӗсене парламент историйӗпе, унӑн ӗҫӗпе паллаштарчӗ. Ҫавӑн пекех слета пухӑннисем ҫамрӑк специалистсене ялта ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес ыйтӑва та сӳтсе яврӗҫ. Йывӑрлӑхсене татса памалли ҫул-йӗре пӗрле шырарӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Ялта чи лайӑххисем" тӗрлӗ ӑрӑва пӗрлештерекен слёт пулнине палӑртрӗ. 

Слётра спорт валли те вырӑн пулчӗ. Кӗрешӳ кавирӗ ҫинчи тупӑшӑва курма пысӑк йыш пухӑнчӗ. 50 ытла спортсмен хӑйӗн ӑсталӑхне, вӑйне тӗрӗслерӗ. Кашни виҫе категорийӗнчи ҫӗнтерӳҫе така парнелерӗҫ. Слёта йӗркелесе янӑранпа пилӗк ҫул ҫитнине халалласа "ялта чи лайӑххисем" вӑйӑ картине тӑчӗҫ. 

Екатерина Фомина, Юрий Марков