"Авангард" пӗрлешӗвӗн "Ҫӗрпӳ беконӗ" хуҫалӑхра вӑрлӑх имҫамлаҫҫӗ. Хӑватлӑ тракторсем паян тесен паян хире тухма хатӗр. Механизаторсем пӗрне-пӗри улӑштарса икӗ сменӑпа ӗҫлемелӗх те пур. Ҫанталӑк парсан, ҫуракине 12 талӑкра вӗҫлеме палӑртатпăр, терĕç кунта. Ял хуҫалӑх министрӗ усă курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессинче те малта пыракан хуҫалӑхсем пулӑшма пултараççĕ тесе шутлать.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов