Ҫамрӑксене ялта хӑварас ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ

Агропромышленноҫ комплексӗн ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗ пуринчен те ытларах ку тытӑмра ӗҫлекен специалистсенчен килет. Кадрсен ыйтӑвӗ пирки Аграри университетӗнче иртнӗ канашлура калаҫрӗҫ. Сергей Артамонов министр ертсе пыракан тӗл пулӑва, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тӑрӑшакансем, аслӑ шкулта вӗрентекенсем, ытти специалистсем хутшӑнчӗҫ. 

Муниципалитетсем 2024-мӗш ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне тунӑ пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, округсенче 30 ҫулчченхи ертӳҫӗсемпе специалистсен йышӗ мӗн-пур ӗҫченӗн 7 проценчӗпе танлашнӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 433 ӗҫ вырӑнӗ пулнӑ, вӑл шутран 120-шӗ специалистсем валли, ытти - рабочи ӗҫӗ. 
Ҫамрӑксене практика хыҫҫӑн ялтах хӑварас ыйтупа мӗнле ӗҫленине Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи "Коминтерн" хуҫалӑхри специалистсем каласа пачӗҫ. 90 ӗҫченрен хуҫалӑхра 17 ҫамрӑк специалист. Вӗсен ӗҫӗпе канӑвне тӗрӗс йӗркелессине мала хураҫҫӗ. Предприятири вӑтам ӗҫ укҫи - 54 пин тенкӗ. Практикӑна килнӗ хыҫҫӑн чылай ҫамрӑк хӑйшӗн татӑклӑ хурав тупать. 
Ачасене пӗчӗкренех ҫӗр ӗҫӗпе кӑсӑклантарас тесе республикӑра ҫине-ҫинех агролабораторисем уҫаҫҫӗ. Чӑваш Енри 92 агролабораторире шкул ҫулне ҫитменнисем вӑрлӑх акса ҫимӗҫ туса илме хӑнӑхаҫҫӗ, тӗрлӗ предприятие экскурсисене тухса ҫӳреҫҫӗ. Аслӑраххисем валли регионта 57 агрокласс ӗҫлет. 2023-мӗш ҫулта Аграри университетне 30-шне вӗренме илнӗ. Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗнчен килнӗ специалистсем те хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Кӑҫалтан унта "Профессионалитет" программа ӗҫлесе кайнӑ. Ҫак проекта вӗренӳ учрежденийӗ округри 2 пысӑк предприятипе пӗрле пурнӑҫласа пырӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров