Раҫҫейре туса илекен хӑмлан 90 проценчӗ чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫитӗнет. Ҫапах ку кирлин 5 проценчӗ кӑна, ыттине заводсем чикӗ леш енчен кӳрсе килеҫҫӗ. Чӗр таварпа вӗсене хамӑрӑн тивӗҫтерме тытӑнмалла. Республикӑри хӑмлаҫӑсен умӗнче шӑпах ҫакнашкал тӗллев тӑрать. Ӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле, - тет ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов. Паллах, ҫӗнӗрен вӑй илсе аталаниччен пӗр ҫул кӑна мар иртӗ. Патшалӑх тӗрев пама хатӗр. Пулӑшу майӗсем анлӑ.
Канашлура кашнине сӑмах пачӗҫ. Хӑмла пахчисен лаптӑкне хуҫалӑхсем ӳстерме хатӗр. Анчах нумайӑшне техника ҫукки, лартмалли хунав тупайманни тытса тӑрать. Ҫак ыйтусене татса парас тесе тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. "Техмашхолдинг" предприятин ертӳҫи Владимир Калинин пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑмла татакан тата типӗтекен комплекс кӗркунне тухӑҫ пухса кӗртнӗ тӗле хатӗр пулӗ. Унӑн хакӗ те урӑх ҫӗршывра кӑларнисемпе танлаштарсан икӗ хут йӳнӗрех.
Хӑмла хунавӗсем хатӗрлессине те пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Ҫӗнӗрен ӗҫе пуҫӑнакан хуҫалӑхсене уйрӑмах йывӑр килет. Ҫӗр лаптӑкӗ пур, анчах лартмалли хунав ҫителӗксӗр, - теҫҫӗ вӗсем. Хӑмлаҫӑсене пулӑшма Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче компетенци центрӗ туса хунӑ.
Хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ лабораторин ӗҫӗ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Нарӑс уйӑхӗнче кунта хушма оборудовани кӳрсе килнӗ. Вӑл сорт тасалӑхне пӗлме пулӑшакан тӗпчевсем ирттерме май парӗ. Ҫакна ҫирӗплетекен документпа хуҫалӑхсене ҫулталӑк вӗҫӗнче тивӗҫтерме пуҫласшӑн. Хальлӗхе вӑл никамӑн та ҫук. Ҫакна шута илсе хӑмлаҫӑсем сертификатсӑр хунавсемшӗн те субсиди уйӑрмалли майсене пӑхса тухма ыйтрӗҫ. Сергей Артамонов министр ку сӗнӗве регион Правительствипе депутатсем патне ҫитерме шантарчӗ.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров