«Алран кайми» фермер шкулӗн вӗренекенӗсемпе паллаштарать

Кӑларӑм эфира «Россия» телеканалпа ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 9 сехет те 30 минутра тухать. 

Кӑларӑмра: 

Пӗлӳ илме - фермер шкулне. Черетлӗ вӗренӳ курсӗнче тата мӗнле ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпчеҫҫӗ?

«Перспектива» грант ӗмӗте пурнӑҫлама пулӑшнӑ. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Маклашки ялӗнче пурӑнакан Алексей Обрядин ӑркай ӗрчетме пуҫланӑ.