Ҫӗршыв пуласлӑхӗ - ҫитӗнекен ӑрура. Пысӑках мар шкулсенчен те малашлӑхра тӑван ял, республика ятне ҫӳле ҫӗклекенсем вӗренсе тухаҫҫӗ. Хӑйсене пӗлӳ паракансене кура ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тума талпӑнаҫҫӗ. Ветерансем ҫитсе курнӑ Кӗлкеш шкулӗ вӗренӳ учрежденине никӗсленӗ, кунта чылай хушӑ директорта ӗҫленӗ Николай Афанасьев ячӗпе хисепленсе тӑрать. Вӗренекенсем 30 яхӑн кӑна пулин те маттур та тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ. Учительсемпе ачасем тӑрӑшнипе тата ял халӑхӗ пулӑшнипе 2003-мӗш ҫулта хастар ертӳҫӗ ячӗпе музей уҫӑлнӑ.
Николай Афанасьевӑн ывӑл-хӗрӗ те ятлӑ-сумлӑ. Музей уҫӑлнӑ кун вӗсем ашшӗ ячӗллӗ ятарлӑ фонд пуҫарнӑ. Унтанпа ҫулсеренех Кӗлкешри шкулта вӗренӳре аван ӗлкӗрсе пыракансене, хастар учительсене палӑртса хавхалантараҫҫӗ. Ветерансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен ячӗпе лартнӑ палӑк умне ҫитрӗҫ, чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Сӑмах май, обелиска лартас, ун таврашне йӗркене кӗртес ӗҫе ку тӑрӑхри Геннадий Ямуков пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӑрмар тӑрӑхӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллашма ҫитнӗ хастарсене фермер хӑйӗн хуҫалӑхне те кӑтартса ҫӳрерӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче йӗркеленнӗ пӗрлешӳ 40-50 гектар ҫинче ҫӗр улми лартса ӳстернӗ. 2006-мӗшӗнче Ямуков фермер хуҫалӑхӗ пулса тӑнӑ. Пӗтӗмӗшле ҫӗр лаптӑкӗ 1600 гектарпа танлашать. Вӑл шутран 1200-шӗ тыр-пул, ҫӗрулми 145 гектар йышӑнать, ытти - хура пусӑ. Кӑҫал Вӑрмар тӑрӑхӗнчи уйсем нӳрӗк курманпа пӗрех, хӑш-пӗр культура типӗпе пӗтнӗ. Ямуков хуҫалӑхӗнче ӳснӗ тырӑ паян пӗтӗмпех пӳлмере.
Халӗ "иккӗмӗш ҫӑкӑр" уйӗсене тирпейлемелле. Ҫак ӗҫре фермера ял халӑхӗ пулӑшать. Хуҫалӑх паха вӑрлӑхпа ӗҫленине хӑнасем те курса ӗненчӗҫ.
Ҫӗрулмине 270 гектар ҫинче лартса ӳстернӗ вӑхӑтсем те пулнӑ. Тухӑҫа Хусана, Самара, Мускава, Дагестана ӑсатаҫҫӗ. Техника паркне тӗпрен ҫӗнетнӗ. "Патшалӑх тӑкаксене саплаштарни - пысӑк пулӑшу", - тет фермер. Ал-ура ҫавӑрса янӑ, республикӑри ӑнӑҫлӑ хуҫалӑхсен йышӗнчи тепӗр пӗрлешӳ - Владимир Ивановӑн. Унӑн историйӗ 20 ҫул каялла ҫырӑнма пуҫланӑ. Ҫак хушӑра ҫӗр лаптӑкне 10 гектартан 3 пин те 200 таран ҫитернӗ.
Аталанса пыракан хуҫалӑхра яланах ӗҫ пур. Выльӑх шучӗ ӳссе пынӑ май витесене ҫӗнетсе пурӑнма юрӑхлӑ шая ҫитерсе пымалла, малашлӑха лартнӑ тӗллев те сахал мар. Паян кунта 30-а яхӑн ҫын ӗҫлет. Специалистсем татах та кирлине кура кӑҫал пӗр ҫамрӑка ветеринара вӗренме янӑ.
Республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем ку тӑрӑхри хуҫалӑхсем хавхаланса ӗҫленине, пӗрмай ҫӗнӗ майсем шыранине, аталанса пынине ырласа пысӑк хак пачӗҫ.
Вӑрмарти культура ҫуртӗнче иртнӗ канашлура Сергей Артамонов министр ветерансене ял хуҫалӑхӗнчи паянхи лару-тӑрупа паллаштарчӗ, пухӑннисене хумхантаракан ыйтусене хуравларӗ. Округ пурнӑҫӗпе кӑсӑкланса ҫула тухнисене ырӑ сӗнӳ-канашпа та, ӗҫпе те яланах пулӑшма хатӗр пулнӑшӑн тав турӗҫ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров