Республикӑра ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 935 пин гектар ытла çĕр лаптăкĕ. Пысӑк хуҫалӑхсемпе агрохолдингсем, фермерсем тата ял ҫыннисем хирти е пахчари тӑпрана тӗрӗслеттерме пултараҫҫӗ. Специалистсем анализ туса ҫӗр йӳҫӗклӗхне, фосфорпа гумус, йывӑр металлсемпе микроэлементсене палӑртаҫҫӗ. Çак кӑтартусене тӗпе хурса тӑпрана пулӑхлатмалли проект хатӗрлеҫҫӗ. Сӑмахран, йӳҫӗрех пулсан уя извеҫ хывма пулать. Малашне культурӑна тухӑҫлӑ ҫитӗнтермелли ятарлӑ картта туса параҫҫӗ: унта хӑҫан акмаллине, мӗнпе апатлантарса епле тирпейлемеллине, пухса кӗртмелли вӑхӑта кăтартнă.
Ирина Николаева, Вероника Павлова, Святослав Петров