Сывлӑш температури юлашки вӑхӑтра ӑшӑпа сивӗ хушшинче вылянса тӑрать. Ҫакнашкал ҫанталӑкра юханшывсем ҫинчи пӑр та ултавлӑ. Шупашкар ГЭСӗ ҫывӑхӗнчи Атӑл шывӗ, акӑ, унчченех уҫӑлнӑ. Ҫапах та, пулӑҫсене ҫакӑ, темшӗн, хӑратмасть. Вӗсем синкер лару-тӑрӑва ан лекчӗр тесе пӗчӗк кимӗсен патшалӑх инспекцийӗ шыв-шурсене куҫ илми тимлет.
Паянхи кун тӗлне кӳлӗсемпе пӗвесенче пӑр хулӑнӑшӗ 18-20 сантиметра ҫитнӗ пулсан, юханшывсем ҫинче апла мар. Ҫӗнӗ Шупашкар патӗнчи Атӑл пӑрӗ вара тӗл-тӗл 2 сантиметр ҫеҫ шӑннӑ. Ҫиелте юр выртнӑран ҫакна асӑрхама та ҫук. Ҫавна май кӗтмен ҫӗртех инкек-тавраш тухас хӑрушлӑх пысӑк.
Телее, кӑҫал Чӑваш Енре ҫынсем пӑр айне кайнӑ тӗслӗхсем пулман. Инкек-тавраш ан ҫулӑхтӑр тесен никамӑн та тимлӗх пирки манмалла мар. Пӑр 10 сантиметртан ҫӳхерех пулсан ун ҫине кӗресрен тӑхтамалла. Пулла каяс-тӑвас пулсан вара пӑр ҫинче хӑш вырӑнта пулассине ҫывӑх ҫынсене асӑрхаттармалла. Пӗрле ҫӑлав жилечӗ пулни те ытлашши мар.
Алексей Енейкин, Денис Пахмутов, Игорь Ульянов