Ҫӑмӑлттайлӑх инкек патне илсе ҫитерет

Ӳсӗр водительсене тупса палӑртассипе ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекторӗсем иртнӗ кану кунӗсенче рейда тухрӗҫ.  Тӗрӗслев Шупашкарта тата ытти округпа хулара пулчӗ.  

Каҫкӳлӗм ирттернӗ тӗрӗслеве чылай водитель ырласа йышӑнчӗ. Хӗрӗнкӗ пуҫпа руль умне ларнӑшӑн саккуна хытараҫҫӗ пулин те, ӑна пӑсакан ҫаплипех нумай. Виҫӗ куна пынӑ рейд вӑхӑтӗнче 48 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри айӑпне тӳрех йышӑннӑ. Малашне вӗсен ҫулталӑк ҫурӑ е икӗ ҫул таран ҫуран ҫӳреме тивӗ. Ҫитменнине, 30 пин тенкӗлӗх штравлаҫҫӗ. Иккӗмӗш хут ӳсӗрле ҫакланнисене вара 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ.  10 уйӑхра инспекторсем транспортпа ҫӳреме чарнӑ 481 водителе тупса палӑртнӑ.  Ӳсӗр водительсене пула кӑҫалхи 10 уйӑхра ҫул ҫинче 85 пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Вӗсенче 115 ҫын суранланнӑ, 12 - шӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Йӗрке хуралҫисем руль умне ларакансене яваплӑха туйма чӗнсе калаҫҫӗ, ҫӑмӑлттайлӑх инкек патне илсе ҫитерни пирки асӑрхаттараҫҫӗ.

 

Леонид Петров